Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял-йыш асӗнчен тухмасть

Патирекри шкул коллективӗ чӑвашсен паллӑ писателӗпе Ҫтаппан Лашманпа 1957 ҫулта тӗлпулу йӗркеленӗччӗ.

— Ачасем, мӑнукӑмсем! Тӑван халӑха, аҫӑр-аннӗр чӗлхине юратӑр, сума сӑвӑр. Ваттисене хисеплӗр, ҫӑкӑртан аслӑ ан пулӑр, — тенӗччӗ Степан Митрофанович. Яла килсен вӑл тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе, уй-хирте тата фермӑра ӗҫлекенсемпе ӑшӑ тӗлпулу йӗркелерӗ, чӑваш литературин аталанӑвӗпе тата хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

«Эпӗ тӑван ялти шкулта вӗрентӗм. Ман учитель М.Д. Крыловччӗ. Вӑл ун чух вунсаккӑрта кӑначчӗ. Апла пулин те революци хӗмӗпе ҫунакан йӗкӗтчӗ. М.Д. Крылов маншӑн чи хаклӑ ҫынччӗ. Яла килсен чӑн малтан ун патне кӗнӗ эпӗ. Эпир унпа пӗртӑвансем пек тӗл пулаттӑмӑр», — ҫырнӑ писатель хӑйӗн «Патирек ҫуттисем» кӗнекинче.

Акӑ унӑн биографийӗн хӑшпӗр йӗркисем. Ҫтаппан Лашман (Авксентьев) 1995 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче Патирекре ҫуралнӑ. Ялти шкул хыҫҫӑн Чӗмпӗрти строительсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. Паллах ӗнтӗ, чухӑн хресчен ачине хулара пурӑнма пӗрре те ҫӑмӑл пулман.

Октябрьти революци хыҫҫӑн Ҫтаппан Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, ҫамрӑк Совет республикине тӑшмансенчен хỹтӗленӗ. Граждан вӑрҫи вӗҫленсен нумай ҫул хушши республикӑри радио ҫуртӗнче тата хаҫат-журналсен редакцийӗнче ӗҫленӗ, чӑваш литературине аталантаракансенчен пӗри пулнӑ.

1920 ҫулта Степан Митрофанович «Канаш» хаҫат редакцийӗнче, каярахпа РОСТ тата ТАСС корреспонтенчӗнче ӗҫленӗ. Ирсӗр элеке пула, Лашмана «халӑха тӑшманӗ» тесе айӑпланӑ, нумай ҫула ирӗкрен хӑтарнӑ. Апла пулин те писатель тӗрӗслӗхшӗн кӗрӗшме пӑрахман, таса ята вараламан.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн С.М.Лашман «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. «Кӑвак хуппи», «Патирек ҫутисем», «Иван Космовский» тата ытти те — пурӗ 15 кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ.

Пирӗн шкулти тӗлпулу хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир пысӑк посылка илтӗмӗр. Унта 60 кӗнекеччӗ. Кашни хуплашки ҫинех ҫапла ҫырнӑччӗ: «Патирек шкулӗн ачисене Ҫтаппан Лашман писательрен. Асӑнмаллӑх». Кусем, паллах, унӑн килти библиотекинчи кӗнекесем пулнӑ ӗнтӗ. Писателӗн «Кӑвак хуппи», «Патирек ҫутисем», «Иван Космовский» произведенийӗсене тата Н.Е. Евдокимовӑн «Крепков» повеҫ ял ҫыннисем алӑран алла ҫỹретсех вуларӗҫ. Степан Митрофанович Космовскийӗн Крепкова ҫывӑх пӗлнӗ, юлташлӑ та пулнӑ.

«Патирек ҫутисем» кӗнекинче Лашман тӑван ял ҫыннисеам ҫинчен ӑшшӑн ҫырса кӑтартнӑ, илемлӗ сӑмахсем тупнӑ.

Степан Митрофанович 90 ҫул тултарсан, эпир писатель патне саламлӑ ҫыру ятӑмӑр.

«Эсир, хисеплӗ Степан Митрофанович, тӑван шкулӑрпа малашне те тачӑ ҫыхӑну тытасса ҫирӗп шанса тӑратпӑр. Шкул библиотекинчи Эсир парнеленӗ кӗнекесене ачасем те, ҫитӗннисем те юратса вулаҫҫӗ. Сирӗн менелникӗре халалласа эпир хамӑр музейра ятарлӑ стенд та йӗркелесшӗн...» — тенӗччӗ ҫырура.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, шкула хыпар ҫитрӗ те. Писатель педколлективпа вӗрекенсене ӑшӑ саламшӑн чӗререн тав тунӑ, ӗҫре тата вӗренỹре ӑнӑҫу, пурнӑҫра ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Лашман ачасене ӗҫе юратма, таса чун-чӗреллӗ пулма, ҫутҫанталӑка хисеплеме, спортпа туслашма пехилленӗ. Ҫак ҫырӑва вӑл йывӑр чирлӗ чухне, вырӑн ҫинче ҫырнине пӗлтӗмӗр кайран.

Степан Митрофанович пурнӑҫран 1986 ҫулта уйрӑлса кайрӗ. Йывӑр хуйхӑ пулчӗ ҫакӑ тӑван ял-йышшӑн, ӑна ҫывӑх пӗлнӗ ҫынсемшӗн.

Писателе халӑх манмасть. Вӑл ачалӑхне ирттернӗ урама Ҫтаппан Лашман ятне панӑ, писатель ҫуралса ỹснӗ ҫурт пахчинче хӑй нумай ҫул каялла лартнӑ ҫỹллӗ чӑрӑш ешӗрет. Ялти музейра та Степан Митрофановича халалланӑ пуян стенд пур.

Ф.Мансуров
Патирек ялӗ
«Шӑмӑршӑ хыпарӗ» хаҫачӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-05 15:02:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5460 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем